Creative Commons Attribution · Лёгкий способ бросить курить · МЕШАЕТ РЕКЛАМА? · Вы вошли как Гость · "Гости" · ЛС() · Выход
Категории раздела

НОВОЕ НА ФОРУМЕ
  • Продаю

  • Наши дети должны жить в здоровом обществе!!!

  • Происшествия в Шихазанах

  • Продаю жилой дом в селе Шихазаны по улице Советская

  • Философия здоровья

  • Требуется врач в г. Канаш

  • Учителя имеют право на льготы

  • Чуваши

  • Чувашская музыка и клипы

  • Продаю жилой дом в селе Шихазаны. Цена 550000 руб.


  • Статистика
    Онлайн всего: 1
    Гостей: 1
    Пользователей: 0

    Рейтинг@Mail.ru

    сегодня
     
     
    [Расширенный поиск]
    Результаты 1-10 из 22 по запросу Такмаксем

    Пÿрт алăкĕ яр уçăлчĕ -
    Тăван килчĕ пулмалла.
    Тухса пăхрăм - савни пулчĕ,
    Хальхи мар, иртни кăна.

    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Пирĕн пĕрле пулмалла.
    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Савнă чухне савмалла.

    Эп ăсатрăм юттине
    "Урăх, тек ан кил," - тесе,
    Вăл каларĕ хăйĕнне
    Çак вăхăтра пиçнине:

    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Пирĕн пĕр...

    Ма мунча хутаççĕ ши?
    Ма вĕри тăваççĕ ши?
    Ырлăх çинчен хурлăх курма
    Ма качча каяççĕ ши?

    Эпир мунча хутас çук!
    Эпир вĕри тăвас çук!
    Ырлăх çинчен хурлăх курма
    Эпир качча каяс çук!

    Савни терĕм, савни терĕм,
    Савни саватни терĕм.
    Савмасасăн ан сав терĕм,
    Урăххи савать терĕм.

    Пĕр грамм, ик грамм,
    Виççĕмĕшĕ - килограмм.
    Паян савни килмесессĕн
    Çаптаратăп телеграмм.

    Тăпăртăк, тăпăртăк,
    Тăпăртатма килнĕ эпир.<...

    Ҫитет пулӗ юрласа,
    Ҫитет пулӗ ташласа.
    Куракан йӑлӑхрӗ пуль,
    Калакан ывӑнчӗ пуль.

    Лаппи, лаппи, лаппийӗ,
    Лаппи мӗскер курать — ши
    Купӑсне калаканнин
    Алли мӗнле чӑтать — ши?

    Саккӑрӑн, саккӑрӑн —
    Саккӑрӑш те хамӑрӑн.
    Йёри — тавра пӑхрӑм та:
    Купӑсҫи те хамӑрӑн.

    Купӑсҫине калӑр —ха:
    Хаваслӑрах калатӑр.
    Эпӗ такмак каланӑ чух
    Купӑс уҫҫӑн янратӑр.

    Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ,
    Ытла хитре калан эс.
    Ытла хитре каланип...

    Сарри саккӑр ташларӗ,
    Хури тӑххӑр ташларӗ.
    Эп ни сарӑ, ни хура мар,
    Ҫавах вуннӑ ташларӑм.

    Нумай пулать ҫименни
    Ҫӗр ҫырли, хӑмла ҫырли.
    Нумай пулать, юлташсем,
    Ушкӑнпа ташламанни.

    Атьӑр ташша тухар —и?
    Такмакласа ташлар - и ?
    Пирён ҫине ял ҫыннисем
    Ӑшшӑн пӑхса тӑччӑр —и?

    Вӗлтӗр — вӗлтӗр вӗҫмешкӗн
    Вӗрене ҫулҫи мар эпир.
    Ташламасӑр тӑмашкӑн
    Начар ҫынсем мар эпир.

    Ыраш шӑркана ларсан
    Ҫара алпа ан тытӑр.<...

    Эпир апла марччӗ — ҫке,
    Эпир капла марччӗ — ҫке.
    Ушкӑнпа пӗрле тӑрсан
    Пит пултараканччӗ — ҫке.

    Тӑпӑр —тӑпӑр тӑпӑртӑк,
    Тӑпӑртатма килнӗ эпир.
    Ёҫме — ҫиме килте те пур,
    Савӑнма килнӗ эпир.

    Анне тунӑ — ши мана?
    Атте тунӑ — ши мана ?
    Ҫав тери хаваслӑ пулма
    Турӑ ҫырнӑ —ши мана?

    Утӑ капан тӑррине
    Ҫил вӗҫтере пуҫларё.
    Юлташ ташла пуҫларё те
    Чун савӑнма пуҫларӗ.

    Симӗс курӑк сухан мар,
    Таптасан та ним те мар....

    Ывӑнчӗ, ывӑнчӗ,
    Сылтӑм ура ывӑнчӗ.
    Сылтӑм ура ывӑнмарӗ,
    Гармонисчӗ ывӑнчӗ.

    Хӗвел тухса сарӑлсан
    Пӗтӗм ҫӗре ӑшӑтать.
    Эпир ташша тытӑясан
    Урай кашти авӑнать.

    Хитре тетӗр — и пире ?
    Чипер тетӗр —и пире?
    Хитре мар та чипер мар,
    Пӑхсан — куҫ илмелле мар.

    Кала, кала, купӑсҫӑ,
    Кала савӑнӑҫлӑрах.
    Эс хаваслӑ каласан
    Ташлама ҫӑмӑлтарах.

    Алӑ ҫупӑр, алӑ ҫупӑр,
    Уншӑн алӑ Ыратмасть.
    Алӑ ҫупса ташласан
    Купӑсҫ...

    Симӗс - симӗс, ешӗл— ешёл
    Сӗм вӑрманӑн ҫулҫисем.
    Нумай — нумай аса килӗҫ
    Юрласа ташланисем.

    Сикӗр — сикӗр шывалла
    Шыв сирпӗнсе тӑмалла.
    Ташлӑр халӗ ташшине
    Ҫын тёлӗнсе тӑмалла.

    Ташласан — ташланӑ пек,
    Юрласан — юрланӑ пек.
    Ташламасан, юрламасан
    Хӑнара та пулман пек.

    Савӑнмалла, савӑнмалла,
    Савӑнӑҫлӑ пулмалла,
    Ҫунса тӑран чӗрене
    Ташласа пусармалла.

    Чӳречине у ҫ ӑ р - х а,
    Уҫӑ сывлӑш кӗтӗр — ха.
    Пир...

    Тавтапуҫах куккукне
    Ҫич ҫӑмарта тунӑшӑн.
    Тавтапуҫах купӑсҫине
    Пире ташлаттарнӑшӑн.

    Уйӑх та пур, хӗвел те пур
    Ҫӗре ҫутатаканни.
    Юрӑ та пур, ташӑ та пур
    Пире килӗшекенни.

    Сётел тӑваткӑл пулать,
    Ури тӑваттӑ пулать.
    Эпир кунта ташлани
    Ёмёр асӑнма юлать.

    Мана анне юратать,
    Ялан ырӑ ҫеҫ сунать.
    Эп ташлама тухсассӑн
    Мана пӑхса савӑнать.

    Улма йывӑҫ лартаҫҫӗ
    Улми пулмасассӑн та.
    Ёҫчен ҫынна юратаҫҫӗ
    Хит...

    Эп юрлама тухатӑп.
    Эп ташлама тухатӑп.
    Хамӑн юррӑм — ташшӑмпа
    Сире савӑнтаратӑп.

    Симӗс курӑк хушшинче
    Ҫарран ҫӳрес килетман.
    Сирӗн ума тухсассӑн
    Юрлас — ташлас килет ман.

    Юрлама та юратап,
    Ташлама та юратап.
    Пуринчен те ытларах
    Эпӗ сире юратап.

    Ташласшӑн та марччӗ эп,
    Юрласшӑн та марччӗ эп.
    Купӑс хаваслӑ калать, —
    Чӑтса тӑраймастӑп эп.

    Тухатӑп, тухатӑп,
    Сирӗн ума тухатӑп.
    Ытла нумай ташламастӑп,...

    Шурӑ кёпе тӑхӑнтӑмӑр,
    Хёрлё саппун ҫакрӑмӑр,
    Юрлама та ташлама
    Сирён ума тухрӑмӑр.

    Урай хӑми вӑрӑм пултӑр,
    Вӑрӑм та яка пултӑр.
    Пирӗн ташӑ хитре пултӑр,
    Сирӗн кӑмӑла кайтӑр.

    Сар чечекне татар — и?
    Татса кӑшӑл тӑвар — и?
    Хамӑр юрӑ — ташӑпа
    Сире савӑнтарар — и?

    Хирти сарӑ чечекпе
    Пӗрлех шӑтса ӳсрӗмӗр.
    Ҫавӑнпа та чечек пек
    Ытла хитре пултӑмӑр.

    Анне мана каларӗ:
    "Хитре тутӑр ҫых, — терё.
    — Халӑх умне ...

    Так так так иккен, Такмак тени çак иккен, Такмакласа ташлама Ташă ăсти çук иккен! Так так так иккен, Ташă ăсти ...

    Пÿрт алăкĕ яр уçăлчĕ Тăван килчĕ пулмалла. Тухса пăхрăм савни пулчĕ, Хальхи мар, иртни кăна. Эй турă, тупата!

    Ма мунча хутаççĕ ши? Ма вĕри тăваççĕ ши? Ырлăх çинчен хурлăх курма Ма качча каяççĕ ши?

    Шурӑ кёпе тӑхӑнтӑмӑр, Хёрлё саппун ҫакрӑмӑр, Юрлама та ташлама Сирён ума тухрӑмӑр. Урай хӑми вӑрӑм пултӑр, Вӑрӑм та яка ...

    Эп юрлама тухатӑп. Эп ташлама тухатӑп. Хамӑн юррӑм — ташшӑмпа Сире савӑнтаратӑп. Симӗс курӑк хушшинче Ҫарран ҫӳрес килетман.

    Тавтапуҫах куккукне Ҫич ҫӑмарта тунӑшӑн. Тавтапуҫах купӑсҫине Пире ташлаттарнӑшӑн. Уйӑх та пур, хӗвел те пур Ҫӗре ҫутатаканни.

    Симӗс симӗс, ешӗл— ешёл Сӗм вӑрманӑн ҫулҫисем. Нумай — нумай аса килӗҫ Юрласа ташланисем. Сикӗр — сикӗр шывалла Шыв сирпӗнсе тӑмалла.

    Ывӑнчӗ, ывӑнчӗ, Сылтӑм ура ывӑнчӗ. Сылтӑм ура ывӑнмарӗ, Гармонисчӗ ывӑнчӗ. Хӗвел тухса сарӑлсан Пӗтӗм ҫӗре ӑшӑтать.

    Эпир апла марччӗ — ҫке, Эпир капла марччӗ — ҫке. Ушкӑнпа пӗрле тӑрсан Пит пултараканччӗ — ҫке.

    Сарри саккӑр ташларӗ, Хури тӑххӑр ташларӗ. Эп ни сарӑ, ни хура мар, Ҫавах вуннӑ ташларӑм.

    1 2 3 »
    Шихазаны forever!!! © 2019
    ПРОФИЛЬ
    Гость

    Личные сообщения


    Логин:
    Пароль:
    ЭТО НАДО ВИДЕТЬ
    ССЫЛКИ
  • Оф.сайт села Шихазаны
  • PDA-версия сайта
  • Свадебный портал Канаша
  • Сообщество Шихазаны
  • Спорт в Шихазанах
  • Мы ВКонтакте
  • Страница в Wikipedia
  • ФСК - Шихазаны
  • ПЕРЛОВКА
  • Фотоальбом Центр
  • Форум Канаша
  • Хабрахабр
  • Полезности
  • Просто плеер
  • Каталог сайтов
  • Реклама в Канаше
  • Знай ПРАВДУ!
  • ГТРК Чувашия
  • Поддержи проект

    ЭТО ПОМОЖЕТ САЙТУ



    МЕШАЕТ РЕКЛАМА?
    Creative Commons Attribution/Share-Alike 3.0 и GFDL · Лёгкий способ бросить курить · Вы вошли как Гость · "Гости" · ЛС() · Выход